автор: Иванова Елена Николаевна
учитель чувашского языка и литературы
МБОУ «Цивильская СОШ №1 им.М.В.Силантьева» Цивильского района Чувашской Республики
Чӑваш чӗлхи урокӗсенче çӗнӗ вӗрентӳ меслечӗсемпе усӑ курни. (Формирования функциональной(читательской) грамотности на уроках чувашского языка.)
Чӑваш чӗлхи урокӗсенче çӗнӗ вӗрентӳ меслечӗсемпе усӑ курни.
(Формирования функциональной(читательской) грамотности
на уроках чувашского языка.)
Е.Н.Иванова, Çӗрпӳри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан М.В.Силантьев ячӗпе хисепленсе тӑракан пӗрремӗш вӑтам шкулта чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен
Вӗренӳри çӗнӗлӗхсене пула хальхи вӑхӑтра Раççейре педагогика теорийӗпе вӗрентӳ-воспитани ӗçӗ-хӗлӗ самай улшӑнчӗ.
ФГОСа тата ФООПа пурнăҫланă май чăваш чĕлхипе тата литературипе вĕренӳ занятийĕсене урок тытăмĕпе содержанийĕ те улшăнса пыни куҫкĕретех. Хальхи вӗренӳ стандарчӗсен тӗллевӗ те-çыннӑн пӗлӳпе пултарулӑх пахалӑхне пӑхса ӑна малалла аталантарасси пулса тӑрать.
Хальхи вăхăтра тăван чĕлхене вĕрентесси,ытти пур предметсем пекех,кĕтекен результатсене йĕркелессипе ҫыхăннă. Шкул ӗçӗнче чи çӗннине кӗртсе пӗлӳ шайне ӳстерес майсем тем чухлех.
Ачана чӑваш чӗлхине вӗрентнӗ май чӑн-чӑн çын тума пулӑшакавн хальхи çӗнӗ вӗрентӳ меслечӗсем те сахал мар. Вĕсенчен пĕри-вулавҫă пĕлӳлĕхĕ(читательская грамотность).
Вулавçӑ пӗлӳлӗхӗ вӑл-вулама пӗлни кӑна мар,мӗн вуланине ӑнланни,шухӑша уçӑмлатса пурнӑçра усӑ курма пӗлни. Вӗренекенсен пуплевне аталантарас тесе вĕренӳре вулавҫă пĕлӳлĕхне аталанма май тупса пани вырăнлă.
Ачасемпе ҫыхăнуллă пуплеве аталантарнă чух текстпа ĕҫлесси тĕпре.Вăл тĕрлĕ енлĕ ăслай-хăнăху калăпласа аталантарассипе ҫыхăннă:текста йышăнма тата асамлама пултарни. Вӗренекенсен пуплеври предложениесене,предложенири сӑмахсене уйӑрма,çавӑн пекех сӑмахсенчен предложенисем йӗркелеме пӗлмелле.Çыхӑнуллӑ пуплев(текст) калӑплама пӗлмелле.
Вырăс шкулĕнче вĕренекен ачасемшĕн,пуплев ĕҫ-хĕлне йĕркелесе аталантарасси-кăткăс япала.Çавăнпа ĕҫ ăнăҫлăрах пулса пытăр тесен ачасемпе нумай енлĕ ĕҫлемелле.
Чылай чухне ачасен пуплевĕ ансат та чухăн.Ҫыхăнуллă калаҫас,тăнланса ăнланас,ҫырас мехелсене куллен вăйлатса пырас тесен вулав хӑнӑхӑвӗсен шайне ӳстерес тесе тӑрӑшмалла.Текстсем ачасене çывӑх,ансат,Тӑван -çӗршыва юратма,тӑван халӑха юрӑхлӑ çын пулса ӳсме вӗрентекеннисем пулмалла.
Нумай чухне,вырӑсла шутлакан ача, хӑй мӗн çинчен вуланине ӑнланмасть, вӗçленӳ интонацине те палӑртмасть, предложенири чарӑну паллисене те курмасть, кашни уйрӑм предложенине тишкерме пултараймасть. Кашни урокра ачасене вуланă текста шухăш тĕлĕшĕнчен пăхса пайсем ҫине уйăрма,текстăн планне калăпласа предложенисене нормăна тивĕҫӳллĕ йĕркелесе ҫырса кăтартма вӗрентме тӑрӑшатӑп.
Малтанах ачасем текста вуласа тухаççӗ,сӑнарсен системине тӑваççӗ,сӑмах вӗççӗн геройсен портречӗсене «ӳкереççӗ».Класа ӳкерчӗксемпе илемлетни, кирлӗ атмосфера тума пулӑшать.Ытларах воспитани темипе çырнӑ текстсем илетӗп. Юлашки вӑхӑтра эпир хамӑр истори, тӑван культура çине тимлӗрех пӑха пуçларӑмӑр.
Вулавçӑ пӗлӳлӗхне аталантарма вӗрентекенӗн тӗрлӗ мелсемпе меслетсемпе усӑ курма тивет. Вӗсем:
1.Вулав навыкне аталантарни.(Ачасене текстри тӗп шухӑша тупса палӑртасси,пӗтӗмлетӳ тума вӗрентесси)
Вулав тӗсӗсем:
А)Хӑвӑрт вулав: текстри кирлӗ инфрмацие тупма пултарни;
Ӑ)Шухӑшлав вулавӗ: текстри тӗп шухӑша тупни;
Б)Чӑн-чӑн вулав:текста тулли анализ туни.
Практика мелӗсем:
Анотацисем,рефератсем вулани,кӗске содежани каласа пама пӗлни.
Вулас умӗн ачасем умне çакӑн пек ыйту лартни: «Эсӗ ку текстран мӗн вуласа пӗлесшӗн?»
2.Критикӑлла шухӑшлава аталантарасси.
Меслетсем:
Текста туллин анализ туни.Вӗренкенсен автор шухӑшне тупма пӗлни.Ытти источниксемпе танлаштарни.Реклама текстчӗсенчен,хыпарсенчен,социаллӑ сетьсенчен тӗрӗслӗхе тупма пӗлни.Ментальнӑй картӑсем,схемӑсем туса информацие çирӗплетни.
3.Интерактивлӑ технологисемпе усӑ курни.
Меслетсем:
Проект технологийӗ:ачасем текста вуланӑ тӑрӑх презентацисем,тӗпчев ӗçӗсем,статьясем тума пултарни.
Ушкӑнпа тумалли ӗç:
Ачасемпе пӗрле сӳтсе явни,ушкӑнпа пӗрле хуравсем тупма пултарни.
Практика мелӗсем:
Вуланӑ хыççӑн тӗрлӗ дискуксисем туни;
Цифр инструменчӗсемпе усӑ курни(ZOOM,QUIZES,Google SIides).
4.Лингвистика компетенцисене аталантарни.
Меслетсем:
Вулав сӑмахӗсене ӳстерни(расширение словарного запаса),çӗнӗ сӑмахсен пӗлтерӗшне вӗренни,словарьсемпе усӑ курни,йывӑр(хутлӑ) предложенисене ӑнланма вӗренни.
Практика мелӗсем:
Сӑмах вӑййи: сӑмахсене астуса юлмалли вӑйӑ(антонимсемпе синонимсен йышне ӳстерни);
Вуласа тухнӑ текст хыççӑн хӑйсем тӗллӗн текст çырма пултарни.
- Ытти предметсемпе çыхӑнса вӗреннни.
Мелсем:
Ют предметсен хушӑнӑвӗ: историпе наукӑ,литература текстчӗсемпе паллашни;
Вӗреннине практикӑра усӑ курма пӗлни:эссе çырни,пӗтӗмлетӳ туни.
Практика мелӗсем:
Инструкцисемпе паллашни,графикӑсем,таблицӑсем туни;
Художествӑллӑ произведенисенче историпе культура çыхӑнӑвне пӗтӗмлетни.
6.Мотивациллӗ стратеги.
Меслетсем:
Индивидуаллӑ подход:Ачасене интерссем тӑрӑх çывӑх текстсем суйлани;
Ачасене хавхалантарса мухтани,кашни ачан çитӗнӗвне курса ӑна асӑрхани.
Практика меслечӗсем
Кӗнекесен клубне йӗркелени:Ачасем унта хӑйсен юратнӑ кӗнекисене сӳтсе явни;
Вӗрекенсен çитӗнӗвне кура хаклани,тӗcлӗхрен «Чи лайӑх вулавçӑ»е «Уйӑхра чи лайӑх вулакан».
7.Хаклав,каялли çыхӑну.
Мелсем:
Ачасем хӑйсем вуланине мӗнле ӑнланнине тӗрӗслени,хӑйсене хак пама пӗлни;
Тӗрӗслев ӗçӗсем: тестсем,кроссвордсем,хуравсене суйласа илмелли ӗçсем.
Практика мелӗсем:
Кашни ӗç хыççӑн формативлӑ хак туни(мини-тест ирттерни),йӑнӑшсене тупса тӳрлетни,ачасем пӗр-пӗр текста вуласа тухнӑ хыççӑн ун тӑрӑх комикс тӑваççӗ.
Вулавçӑ пӗлӳлӗхне аталантарма юрӑхлӑ практика тӗслӗхсем:
1.«Йӑнӑш туп».Ӑмӑрту мелӗ.
Сире эпӗ хамӑн ӗçре усӑ куракан меслетпе паллаштарасшӑн. Вӑл «Вӑйӑ тӗллевӗ»ятлӑ. Ачасемпе ӗҫленӗ чухне эпӗ сӑмах вырӑнне ӳкерчӗксемпе усӑ куратӑп. Ачасене икӗ ушкӑна пайлатӑп.Пӗрремӗш ушкӑн:орфографи йӑнӑшӗсене тӳрлететмелле,иккӗмӗш ушкӑн: ӳкерчӗксене тӗрӗс вырнаçтарса лартмалла.
«Çухалнă укçа тупăнни». И.Я.Яковлев
«Пĕр çыннăн укщи (укçа ӳкерчӗкӗ) çухалнă тет. Вӑррине ниепле те тупаймаçĕ тет. Пухăнать тет пӳхӳ(ӳкерчӗк). Пуху пухăнса çитсен старӑстӑ(ӳкерчӗк) каларӗ тет: «Ватăссем, вӳт(ӳкерчӗк) тухрĕ! Вӑрӑ çинче çелеке(ӳкерчӗк) çунать», – тесе каларĕ тет.
Пĕр çин (ӳкерчӗк) пуçĕнчи çĕлĕкне аллипе ярса тытрĕ тет. Вара вара(ӳкерчӗк) кам пулнине пĕлчĕç тет вара.»
Кашни ӗҫе пурнӑҫлама уйрӑм вӑхӑт паратӑп. Слайд ҫинчи хаклав. Хӑвӑра хӑвӑр тӗрӗслӗр.
Çак меслет ачасене функционаллӑ грамотноҫа ӳстерме пулӑшать, тӗрлӗ евӗрлӗ аталанма май парать.
Чӑвашсене çутта кӑларнӑ Иван Яковлевич Яковлев хайлавӗсене урокра усӑ курни те вӗренекенсене ӗçе юратма,сывлӑха упрама,ӑслӑ-тӑнлӑ,ырӑ пулма,пӗр- пӗринпе туслӑ пурӑнма,тӗрӗслӗхшӗн кӗрешме вӗрентеççӗ.
2.Çут çанталӑка сӑнлани.Текст.
Сарӑ çулçӑсем тӑкӑнчӗç. Сивӗ кунсем çитрӗç.Кайӑксем кӑнтӑра вӗçсе кайрӗç.Йывӑçсем çинчен йӗкелсем,мӑйӑрсем çӗр çине ӳкрӗç.Ачасем вӗсене пуçтарчӗç.
А)Информаципе паллашни.Текста ят пани.Çулталӑкӑн хӑш вӑхӑчӗ пулнине пӗлни.Вĕрентекен ыйтăвĕ: Мӗнле улшӑнусемпе паллашрӑр?Ачасем пер-пĕрне панă ыйтусем: Ачасем мӗн пуçтараççӗ? Вӗсем çиме юрӑхлӑ-и? Çулçӑсем мӗншӗн тӗссесене улӑштараççӗ? Çанталӑк мӗнле?
Ӑ)Сӑмахсен пӗлтерӗшне тупни,ӑнлантарса пани.(йӗкел,мӑйӑр,кӑнтӑр)Кластер туни:«Вӑрман çимӗçӗсем», «Кӑнтӑра вӗçсе каякан кайӑксем».Синквейн «Вӑрман» Б)Ӳкерчӗкпе ӗçлени.Сӑнлав. Картинăн сăнарлăхне ăнланни,хаклама,харпăр хăй шухăшне палăртма пĕлни.
В)Креативлӑ шухӑшлава аталантарни. Ачасен çулталӑкӑн тепӗр вӑхӑтне сӑнласа калав тумалла.
Юлашкинчен ҫакăн пек пĕтĕмлетсе калас килет.Юлашки вăхăтра ачасем кĕнеке питĕ сахал вулаҫҫĕ.Пĕтĕмпех телефон ăшне путнă.Вĕрентекенсен ачасене чăвашла вĕрентме тĕрлĕ тухăҫă мелсемпе усă курма тивет. Вĕрентекенсе аталантармалли меслетсем нумай.Вĕсенчен чи тухăҫли- вулавҫă пĕлӳлĕхĕ тесе шутлатăп.Вăл ачасене малалли пурнăҫра усăллă пуласса шанас килет.
Халĕ эпир компьютер ĕмĕрĕнче пурăнатпăр.Унăн технологийĕ аталаннăҫемĕн аталанса пырать.Вырăс шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхине юратса вĕренччĕр тесе выляттарса,интересленсе,хавхаллантарса вĕрентме тăрăшатпăр.
Компьютер ҫинче мĕн пуррине йăлтах интерактивлă доска ҫинче кăтартма,ӳкерчĕксене тата ҫырса хунă сăмахсемпе усă курма май пур. Кун пек ĕҫлени ачасен тимлĕхне ӳстерет,итереслентерет,ăс-тăнне аталантарать.
Вулавçӑ пӗлӳлӗхне аталантарма теорипе практикӑна вырӑнлӑ çыхӑнтармалла.Тӗрлӗ материалпа технологисемпе усӑ курни ачасен пултарулӑхне аталанма пулӑшать,вӗренӳре вӗренес кӑмӑла ӳстерме пулӑшать,вулав интересӗсене аталантарать.Текста вуласа ӑнланма май парать,унти пӗлӳпе пурнӑçра вырӑнлӑ усӑ курма май туса парать.
Вӗрентӗве тухӑçлӑ йӗркелес,ачасене пур енлӗ аталантарас тӗлӗшпе вӗрентекеншӗн яланах çул уçӑ.Шухӑшлама,шырама,пурнӑçлама кӑна ӳркенмелле мар,паянхи пурнӑçпа килӗшӳллӗн аталантармалла,чӑваш чӗлхине,тӑван культурӑна сӳнсе ларма памалла мар.
Усă курнă литература.
- Антонова З.С., Станьял В.П. Чăваш сăмахлăхĕн вĕренӳ меслечĕсем: Чăваш шкулĕн 5-9 классенче вĕрентекенсем валли/ З.С.Антонова, В.П. Станьял.-Шупашкар: Чăваш кĕнеке издательстви,2006.
- Тăван литература: вĕренӳпе вулав кĕнеки.5-мĕш класс валли/ Н.Г.Иванова çырса-пухса хатĕрленĕ.-Шупашкар:Чăваш кĕнеке изд-ви,2019.-271с.
- Вырăс шкулĕсенче чăваш чĕлхи вĕрентмелли меслет кăтартăвĕсем: 2-мĕш класс/В.И.Игнатьева, Н.Н.Чернова, Л.В.Николаева. Шупашкар: Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн издательство центрĕ,2013
- Алексеева Л.Н. Инновационные технологии как ресурс эксперимента. Учитель. -2004.-№3
